Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Вӑрнар районӗ

«Раҫҫей пенсионерӗсен пӗрлӗхӗн» вырӑнти уйрӑмӗпе районти Раҫҫей пенси фончӗ Вӑрнар районӗнче «Аслисене чыс та мухтав» уйӑхлӑх пуҫланнӑ. Ҫавна май социаллӑ ӗҫченсемпе тухтӑрсем, шкул ачисемпе культура ӗҫченӗсем, ял тӑрӑхӗн администрацийӗсем — пурте ватӑ ҫынсене пулӑшакан тӗрлӗ мероприятисене хутшӑнаҫҫӗ, ирттереҫҫӗ.

Сӑмахран, «Асаннепе асатте урокӗсем» ӑмӑртӑвӑн район пайне ирттерме палӑртнӑ. Авӑнӑн 25-мӗшӗнче районти тӗп вулавӑшра ватӑ ҫынсене компьютерпа ӗҫлеме вӗрентме тытӑнӗҫ.

Культура керменӗсемпе ял клубӗсенче «Ылттӑн ҫулсем» ятлӑ мероприятисем ирттерме палӑртнӑ — вӗсенче халӑх 50 ҫул ытла пӗрле пурӑннӑ мӑшӑрсемпе паллашӗ.

 

Ваттисен кунне уявлама та хатӗрленеҫҫӗ — вӑл кун та ҫитсех пырать.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Кая юлса та пулин ҫак хыпара сире пӗлтерес: паян (пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче) Красномармейскинчи Халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» кункурсӑн иккӗмӗш пайӗ иртет. Вӑл шӑп та лӑп 18 сехетре паян пуҫланнӑ. Конкурса Шетмӗпе Ҫавал юханшывсем тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ районсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнаҫҫӗ Вӑл тӑрӑха Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Красноармейски, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш районӗсем кӗреҫҫӗ — ҫур республика!

Конкурсӑн пӗрремеш пайӗ иртнӗ ӗнтӗ — вӑл кашни районта пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ. Кашни районтан чи лайӑх ушкӑна суйласа илсе вӗсене иккӗмӗш пайне кӗртеҫҫӗ.

Малалла...

 

Раштавӑн 22-мӗшӗнче Шӑхасанти физкультурӑпа спорт комплексӗнче арҫын ушкӑнӗсен хушшинче Канаш районӗн волейбол кубокӗ иртрӗ. Унта Тӑвай районӗн ушкӑнӗ те хутшӑнчӗ. Хӑйсен ушкӑнӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ хыҫҫӑн ҫурма финалта вӑл тепӗр ушкӑнта пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ Вӑрнар районӗн ушкӑнӗпе выляма тӳр килчӗ. Чи малтан вӑйӑ Тӑвайсене майлӑ пычӗ — 1-мӗш партинче ҫӗнтерчӗҫ, анчах та вӗҫӗнче Вӑрнар районӗн ушкӑнӗ лайӑхрах выляма пуҫланӑ пирки Тӑвайсем выляса ячӗҫ.

3-мӗш вырӑншӑн Комсомольски районӗн ушкӑнӗпе ӑмӑртма тиврӗ. Йывӑр кӗрешӳре ҫӗнтерсе ҫак волейбол кубокӗнче 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.

1-мӗш вырӑн Вӑрнарсене, 2-мӗш вырӑн Шупашкар районӗн ушкӑнне лекрӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Аҫӑмҫырми ял клубӗн ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ Ҫул уявне хатӗрленеҫҫӗ. Нумай пулмасть вӗсем 6-мӗш клас ачисемпе пӗрле «Ҫӗнӗ ҫул култармӑшӗсем» ятлӑ ӳкерчӗксен конкурсне йӗркелесе ирттерчӗҫ.

Ачасемех Ҫӗнӗ Ҫулпа ҫыхӑннӑ ӳкерчӗксемпе клуб чӳречисене ерешлесе тухрӗҫ.

Конкурса пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн пур хутшӑнакана та пылак ҫимӗҫсем парнелерӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Вӑрнар районӗнче авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗпе юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗччен «Йывӑҫ ларт та упра» уйӑхлӑх мероприяти иртӗ. Ҫапла май халӑха ҫутҫанталӑка упрама вӗрентесшӗн. Уйӑх хушшинче ирттермелли мероприятисен планне йышӑнса ҫирӗплетнӗ те ӗнтӗ.

 

Район ертӳҫи Анатолий Кузьмин хӑйӗн хушӑвӗнче ялсемпе хуласен тӑрӑх пуҫлӑхӗсене вырӑнта йывӑҫсем лартмалли, тавралӑха илемлетсе типтерлемелли ӗҫе йӗркелеме хушнӑ. Йывӑҫсем ҫырмасемпе пӗвесем, ҫулсен хӗрринче пушшех те кирлӗ. Лартмалла кӑна мар, пуррисене те пӑхса тӑмалла.

 

Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ялӗнче 18-мӗш моделлӗ вулавӑш уҫӑлнӑ. Вулавӑша уҫӑс умӗн унта юсав ӗҫӗсене иртернӗ, ҫӗнӗ сӗтел-пукан туяннӑ.

Аҫӑмҫирма ял вулавӑшӗн Михайлова Надежда вулавӑшҫӑ килнӗ ҫынсене вулавӑш кун-ҫулӗпе тата вулавӑшӑн ҫӗнӗлле ӗҫлеме май пакаран информаци мелӗсемпе паллаштарчӗ. Вулавӑша уҫнӑ тӗле ҫӗнӗ «Село гордится земляками» презентаци те хатӗрленӗ.

Тав сӑмахӗсене ҫавӑн пекех ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петров Олег, Аҫӑмҫырми вӑтам шкул директорӗ Ильин Василий Ильич, тата ытти ял ҫыннисем каларӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Вӑрнар издательство ҫурчӗн директорне тата тӗп редакторне гонорарсене хӑй аллине илнӗшӗн айӑплав приговорне вуласа панӑ.

2003 ҫултан пуҫласа 2005 ҫулхи юпа уйӑхӗ таран Фомина хӑйӗн вырӑнне усӑ курса кӑсьине укҫа вӑрласа пурӑннӑ. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх Фомина сакунсӑр автор гонорарӗсене палартнӑ, укҫине вара хӑйне илнӗ. Материалсен авторӗ шутне вӑл предприятире ӗҫлекен бухгалтера ҫырнӑ. Кайран вара, лешӗ укҫине ӑна хӑйне панӑ. Пӗтӗмӗшле Альбина Фомина хӑйӗн кӑсьине 26 пин ытла укҫа чикнӗ.

Гонорарсене хӑй аллине илнӗшӗн Альбина Фоминана икӗ ҫул ҫурӑ условлӑ наказани панӑ. Пӗр ҫул ҫурӑ хушши тӗрӗслев вӑхӑтне иртерме тивӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, [82]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир вӑй кӗнине туятӑр, таврарисене хӑвӑр мӗн пултарнине ӗнентерес килӗ. Ҫӑлтӑрсем ҫирӗппӗн, анчах васкамасӑр ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ — йӑлтах тӳрех пулмӗ. Юратура кӑмӑллӑ улшӑнусем пулма пултарӗҫ, уйрӑмах — пуҫарулӑх кӑтартсан. Укҫа енчен йӗркеллех, анчах пысӑк япаласем туянмалла мар.

Юпа, 24

1910
115
Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1920
105
Мусорин Николай Павлович, вӗрентекен, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1921
104
Зайцев Михаил Васильевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1941
84
Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1955
70
Иванов Николай Иванович, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Вӑрнарти аш-какай комбинатне никӗсленӗ.
1990
35
ЧССР патшалӑх суверенитечӗ пирки деклараци йышӑннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй